Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче шкулта Шупашкарти пуканесен театрĕ хăнара пулчĕ. Пуху залне кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Театр артисчĕсем çамрăк куравçăсене «Паттăр мулкач» юмах лартса пачĕç. Ачасене юмах питĕ килĕшрĕ. Юмаха пăхса вĕсем хăйсем валли çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: яланах пĕр-пĕринпе туслă пулмалла, килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.