Çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕ
Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан тĕрлеме кăмăлланă. Хĕрĕсене те ал ĕç ăсталăхне вăл çамрăкранах вĕрентнĕ. Çак ырă йăла ăруран-ăрăва куçса пынă. Шел те‚ юлашки вăхăтра чăваш тĕрри тĕрлекенсене пÿрнепе шутлама пулать. Ку ĕçпе çамрăксем пачах та кăсăкланмаççĕ тесе калама вара чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен Пучинкери (Чăваш Ен‚ Йĕпреç районĕ) вăтам шкулта пулса курнă хыççăн шухăш-кăмăл урăх енне çаврăнчĕ.
“Тĕрĕ маншăн – илем‚ савăнă甂 –
тет пуçламăш классен вĕрентекенĕ Зоя Алексеевна Акчурина. Вăл – “Чăваш тĕрри” кружок ертÿçи. Унсăр пуçне ĕç урокĕсенче те час-часах йĕппе çип тытаççĕ ачасем: тĕрлĕ салфеткăна‚ сĕтел çи виттине тĕрлесе илемлетеççĕ. “Чи малтан чăваш чĕлхи кунĕ валли ятарласа пиçиххи‚ масмак хатĕрленĕччĕ ‚ – аса илет иртнине З. Акчурина. – Каярахпа вара пысăкрах ĕçсем пурнăçлама тытăнтăмăр”. Хĕр ачасем çеç мар‚ арçын ачасем те хаваспах тĕрлеççĕ. Çĕввисем шăрçа пек пулаççĕ. “Чăваш хĕрĕсем ĕлĕк ултă çултах аллисене йĕп тытнă‚ – сăмахлать вĕрентекен. – Ырă йăлана мĕншĕн малалла тăсас мар? Шăпах çак тĕллевпе ĕçлетпĕр эпир. Халĕ ачасем çеç мар‚ ашшĕ-амăшĕ те ал ĕçпе кăсăкланать. Тухья тăвакан та‚ ‚ чăваш кĕпи çĕлекен те чылай”.
Зоя Алексеевна хăйĕн ĕçĕсемпе район‚ республика куравĕсене час-часах хутшăнать‚ сумлă вырăнсем йышăнать. Ахальтен мар çакна çирĕплетекен Хисеп хучĕсем темĕн чухлех унăн. З. Вороновапа Е. Жачева тĕрĕçĕсемпе час-часах курнăçса калаçни те ăсталăхне туптама пулăшать. Евгения Николаевнăн çĕввисемпе те усă курать. Тепĕр чухне вара ăна хăй майлă улăштарать.
Çак ăсталăх хĕрарăма камран куçнă-ши? Амăшĕ Зинаида Антоновна тĕрĕсĕр пурăнаймасть иккен. Тивĕçлĕ канура пулсан та тĕрлет‚ алса-чăлха çыхать. Хĕрĕпе амăшĕ тепĕр чухне ăмăртмалла ĕç тăваççĕ. Ырă йăла юнпа куçать пулас: Зоя Алексеевнăн ачисем те тĕрлеме юратаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Наиля хăйĕн ĕçĕсемпе ялта çеç мар‚ районта та чапа тухнă. Унăн шăнкăр-шăнкăр тевечĕсем‚ хушпу-тухйисем куравран курава “çÿреççĕ”.
“Тĕрĕ маншăн – илем‚ савăнăç. Эпĕ ал ĕç тунă май канатăп”‚ – тет З. Акчурина.
Унсăр пуçне тăван халăха юратнине те‚ сума сунине те палăртмалла пулĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чунлă çын çеç кунашкал ĕçе пурнăçлама пултарать. Çамрăк ăрăва унта явăçтарни – пысăк хисепе тивĕç.
“Ăстапи” те “Тевет” – ачасемшĕн пехет
Пучинкери вăтам шкул коллективне маларах Шупашкарта иртнĕ “Чăваш тумĕ” уявсенче икĕ хутчен тĕл пулма май килчĕ. Чăваш çи-пуçне тăхăннă вĕрентекенсемпе ачасенчен тĕлĕннĕччĕ ун чухне. Хамăр тумтире пахалакан шкул Чăваш Енре‚ чăн та‚ текех çук. Кĕпе çĕлесе ăна тĕрĕпе эрешленисĕр пуçне Пучинкесем кашни çулах вăййа та тухаççĕ. Тăван чĕлхе кунĕнче чăвашла тăхăннă ачасемпе учительсем карталанса юрлаççĕ‚ тĕрлĕ ăмăрту ирттереççĕ. Çакă мар-и чăвашăн мăнаçлăхĕ?
“Елизавета Михайловна Михайлова вĕрентекен малтан Çăварние ушкăнпа ирттеретчĕ‚ – каласа парать Л. Клементьева. – Чăваш чĕлхи кунне уявлама тытăнсан вăййа тухма пуçларăмăр. Халĕ ăна пĕрре те сиктермен”. Пучинкесен ырă тĕслĕхĕ таврара сарăлма та ĕлкĕрнĕ. Елчĕксем‚ Куславккасем тĕрлĕ çулта уява хутшăннине пĕлтерчĕç.
Паллах‚ вăййа тухма авалтанах çи-пуç хатĕрленĕ яш-кĕрĕм. Çакна шута илсе вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе ал ĕç тăваççĕ çамрăксем. Çавна май тĕрлĕ кружок ĕçлет шкулта. Сăмахран‚ Е. Михайлова “Тевет”‚ Е. Петрова “Ăстапи” кружоксене ертсе пыраççĕ. “Тевет‚ масмак ăсталатпăр эпир. Çапла çи-пуç таврашне концертсенче‚ туйсенче тăхăнаççĕ. Унсăр пуçне Камай уйĕн çĕнтерÿçисем валли кашни çулах парнесем хатĕрлетпĕр”‚ – терĕ Елизавета Михайловна ыйту çине хуравланă май.
Пучинкере Йĕпреçри ÿнер шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Светлана Степановна Русскова вĕрентекен те чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшать. “Ÿнер шкулне хаваспах çÿретĕп‚ – тет 6-мĕш класра вĕренекен А. Леонтьева. – “Ăстапи” кружокра килĕшет мана. Çи-пуç хатĕрлетпĕр. Хамăр валли çеç мар‚ пуканесене те чăваш тумтирĕ тăхăнтартрăмăр аппапа”.
Турра шĕкĕр‚ чăваш çи-пуçĕ‚ тĕрри упранать халăхра. Апла пулсан ăстаçăсен ĕçне малалла тăсакансем пурах. Чи кирли вара – çак ырă йăлана çамрăксем аслисенчен вĕренни.
В. ПЕТРОВА.
Чăваш Республики.