Пучинкере - Турци хăни

Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Турцири Тракия  университечĕн ăсчахĕ Джемалеттин Явуз Пучинке  шкулĕнче пулчĕ. Ăна илсе çÿрекенĕ Чăваш патшалăх  университечĕн чăваш филологипе культурин доценчĕ Оксана Васильевна Сорокина.
Хăнасене Лилия Михайловна ертсе пыракан «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ,  ача-пăча вăййисем кăтартса пачĕ. Ун хыççăн хăнасене шкул музейне илсе кайрĕç. Музейри экспонатсемпе паллашнă хыççăн çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтеле В.Н. Софронов – шкул ертÿçи, Н.Г. Федоров – ял администрацийĕн пуçлăхĕ, ветерансем - Елена Васильевна Ефремова, Зинаида Антоновна Антонова, Мелания Михайловна Андреева, вĕрентекенсем - Владимир Иванович Ильин, Зоя Алексеевна Акчурина, Елизавета Михайловна Михайлова, Людмила Николаевна Клементьева  хутшăнчĕç.  
Джемалеттин Явуз калаçăвне тÿрех чăвашла пуçларĕ. Ăна чăваш фольклорĕ, авалхи йăли-йĕрки, вĕсем паянхи кун упранса юлни – юлманни, анатрипе тури диалект уйрăмлахĕ кăсăклантарать иккен. Вăл  Турцири аливи халăхĕпе чăваш халăхĕн йăли-йĕркисенче пĕрпекĕлĕх нумай пулни çинчен каларĕ. Çак икĕ халăхăн  пĕрпеклĕхĕ мĕнрен килнине пĕлес тĕллевпе тĕпчев ирттерет  иккен вăл. Чăваш халăхĕн пурнăçне, культурине хăй куçĕпе курса хаклас, аслă ăрури çынсен калаçăвне сăнас тĕллевпе чăваш çĕр-шывне çитнĕ те иккен вăл.
Тĕл пулăва килнисем  хăнасене   Пучинке тăрăхĕнчи ĕлĕкхи йăла-йĕркесемпе паллаштарчĕç, паянхи куна мĕнле йăласене  ирттерни çинчен каласа пачĕç. В.И. Ильин хăй çамрăк чух çамрăксене салтака мĕнле ăсатнине аса илчĕ, пирĕн тăрăхри салтак юррисене юрласа кăтартрĕ.  Çавăн пекех  хăнасене туй юррисене те, хăна юррисене те юрласа пачĕç.
Хăнасем Пучинкерен тулли кăмалпа кайрĕç, çуркунне «Чăваш ваййине» килме пулчĕç.
Фоторепортаж (сайт Новочурашевского сельского поселения)