Вĕрентекенсен семинарĕ

Раштав  уйăхĕн 3-мĕшĕнче  Энтриел  тĕп шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар ĕçне  районти  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Андреева М.Н. ирттернĕ «Константин Иванов -  чăваш халăхĕн çутă çăлтăрĕ» уçă мероприятипе паллашрĕç. Семинарта вĕрентекенсем К.В. Иванов  çулталăкне халалланă  ĕçсен пĕтĕмлетĕвне турĕç, пĕр-пĕрин  ĕç опычĕпе паллашрĕç. Семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ.