«Туслăх хĕлхемĕ»

2016-мĕш çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта регионсен наци культурин  «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕ иртрĕ. Пирĕн шкултан  фестивалĕн «Шевле» номинацине  9-мĕш класра вĕренекен Света Васильева, «Çăлтăрчăк» номинацине  8-мĕш класра вĕренекен Илья Шибаев хутшăнчĕ. Илья пултарулăх станцийĕнче А. Ĕçхĕлĕн «Ырă ят» сăввине каларĕ, купăспа выляса салтак юррисене юрларĕ. Куракансем ăна кăмаллăн йышăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе СХПК (КŸ) «Чăваш Республикин вĕненÿ институчĕ» БВУ хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем парса хавхалантарнă.