«Эпир çут çанталăк ачисем» акци

Кашни çынах хăй пурăнакан вырăнпа çыхантарса хăйне «эп – ял çынни», «эпир – ял ачисем» теççĕ. Харпăр хăй пурăнакан тăрăха пурте юратаççĕ. Вăл илемлĕ те тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.
Çирĕклĕре пурăнакан шкул ачисем ял таврашне тирпейлес тесе «Эпир çут çанталăк ачисем» акци ирттерчĕç. Хĕл каçиччен пуçтарăннă çÿп-çапран çул хĕррисемпе çырма таврашне тасатрĕç.
Пурте ыра ăс-кăмăлпа килĕштерсе ĕçлерĕç. Çурхи хĕвел те ачасене çуталса-ялкăшса таврана ăшă сарса пулăшса тăчĕ.
Хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулнă ачасем ял çыннисене тирпее пĕрле тытса тăма чĕнÿ хучĕ те çырса çапрĕç. Çут çанталăкпа пурне те килĕшÿре пурăнма чĕнчĕç.
Хĕрÿ ĕç хыççăн ИП Юлия Александровна тутлă кучченеçсемпе тата пылак шывпа сăйлани ачасен кăмăлне çĕклентерчĕ.