«Эп – чăваш ачи!» ăмăрту

Шкулта Чăваш чĕлхи декади малалла пырать. Паян, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, 5 «а» тата 5 «б» классем хушшинче «Эп – чăваш ачи!» савăнăçлисемпе пултаруллисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Вĕренекенсем уроксенче чăваш чĕлхипе литератури тата чăваш халăхĕн историйĕпе культури çинчен пухнă пĕлĕве аса илчĕç, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аван пĕлнине кăтартрĕç.
Ăмăрту ушкăнсем хушшинчи туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ.