«Уçă урок» фестиваль

Ака (апрель) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Тимеш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕнтекенсен «Уçă урок» фестиваль иртрĕ. Çак фестивале пирĕн шкул вĕрентекенĕ, Михайлова Елизавета Михайловна, хутшăнчĕ. Вăл 6-мĕш класра тăван литература урокĕ ирттерчĕ. Урок темине пĕтĕмлетсе «Сĕтел хушшинче» ят панă. Çавра сĕтел хушшине ларса тухнă ачасемпе вĕрентекен часах пĕр чĕлхе тупрĕç. Урок кăçăклă та уссăллă иртрĕ. Ачасем чылай  çĕннине илчĕç вĕрентекенрен. Вĕрентекен урок вĕçĕнче ачасене çавра çăкăра мĕнле пайланине кăтартрĕ, ăнлантарса пачĕ: «Апат çинĕ чух çăкăра çемьери чи асли касать. Сăмсине (чи малтанхи касăкĕ) хăйне илет. Иккĕмĕш татăкне – ташшине – ашшĕ çемьери вуннаран иртнĕ арçын ачине касса парать: «Петĕр, ак сана «ташлама ташши паратăп», - тесе. Ун хыççăнхине «çуппи» теççĕ. Ăна та «ташши» туяннă ачаран аслăраххине «Петĕр ташланă чух çупса тăма» тесе параççĕ. Çуппи ташшинчен пысăкрах пулать. Çăкар тĕпне кампа та пулин пайласа çимелле» Çăкăр вăл - пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě. Çăкăртан асли çук теççě ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», тенě çынсем пěр-пěрне ырă сунса.
Михайлова Е.М. фестиваль çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.
Эпир хамăрăн шкул вĕрентекенне ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.