Чăваш чĕлхи эрнинче – Чĕмпĕр Чăваш шкулĕнче

Шкулта И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа вунă кунлăх малалла пырать. Çавна май ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ С.А. Иванова тата Л.Н. Клементьева  ертсе пынипе Чĕмпĕр хулине çитсе килчĕ. Ачасем Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Иван Яковлев хваттерĕ – музейра пулчĕç. Курмалли, хак памалли сахал мар халăх музейĕнче. Экспонатсене, 100 çул каялла аслă вĕрентекенĕмĕр пурăннă вăхăтра мĕнле пулнă, çавăн пекех упраса хăварма тăрăшнă. Кунта Иван Яковлев усă курнă ручка-кăранташĕ те, кĕнеки-журналĕ те пур. Çавăн пекех Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чăваш хĕрĕсем Екатерина Алексеевнăна ырă сунса парнеленĕ чăваш тĕррисем нумай упранаççĕ. Музейра юлашкинчен «Прогулка по Симбирской чувашской школе» видеофильмпа паллашрĕç. Куравра ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç, Иван Яковлев  чăваш халăхне çутта кăларакан пулнине тата та лайăхрах ăнланчĕç.
Çавăн пекех Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем Ленин музей-çуртĕнче, вăл вĕреннĕ гимназире тата ытти паллă вырăнсенче пулчĕç.
Экскурси ачасене питĕ кăмăла кайрĕ, вĕсем татах Чемпĕре кайса курма пулчĕç. Çакăн пек çул çÿревсем вĕренекенсен тавра курăмне, пĕлĕвне анлăлатма, пуянлатма пулăшаççĕ.