Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ  - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна уявласа паян шкулăн акт залĕнче «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. 5б класра вĕренекенсем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç. Ун хыççăн 6, 5а классем илемлĕ чăваш юррисемпе, «Утмăл турат» ташă ушкăнĕ чăваш ташшипе савăнтарчĕ.  Шибаев Илья Виталий Шемекеевăн «Тымарĕ – чĕлхе» сăвва вуларĕ. Уяв пурте Чăваш гимне юрланипе вĕçленчĕ.