Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Паян шкулта Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш енри Ĕç çынни çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ. Диктант çырма пурĕ 39 çын хутшăнчĕ: вĕсенчен 6 вĕрентекен (çав шутра шкулти вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Бергенова С.И.), 1 техслужащи тата 5-11 класра вĕренекенсем. Диктант текстне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Клементьева Л.Н. вуларĕ.