Пучинке шкулĕнче чăваш ваййи иртрĕ

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пучинке шкулĕ çуллен иртекен чăваш ваййине тухрĕ. Шкул çумĕнчи симĕс çерем çинче тĕлĕнмелле илемлĕ тĕрĕ-эрешлĕ шап-шурă чăваш кĕпи, ахах-мерчен тухья  тăхăннă пĕчĕк хĕрсемпе каччăсен вăййи çаврăнать. «Илемлĕ, илемлĕ, чăваш ваййи илемлĕ…» янăрать таврана вăйă юрри. Кĕçех ачасем çумне  аслисем - ял хĕрарăмĕсен канашĕн тата ветерансен канашĕн хастарĕсем (ачасен амăшĕсем, кукамăшĕсем, асламăшĕсем ) хутшăнчĕç. Шкул ачисемпе пĕрле аслисем вăйă картинче юрласа çаврăнни уява пушшех те илем кÿчĕ.
Уявра юрă, ташă, вăйă, шÿт, такмак пĕр-пĕринпе черетленсе пычĕç. Чи хаваслă самант вара аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе  каччăсен  ăмăртăвĕ пулчĕ. Хĕрсем кĕвентепе шыв йатрĕç, чечек çыххи пуçтарчĕç, каччăсем пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç. Вĕренÿри маттурлăх вăй-хал вăййинче лайăх курăнчĕ, ăмăртура кулса-шÿтлесе выляни шкул ачисен туслăхĕ çирĕп пулнине кăтартрĕ. Хаваслă вăйă-кулăра ачасен чысĕ, тирпейлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăчĕ.
Кăçалхи Чăваш вăййине Пучинкесем Чăваш енри Ĕç çынни çулталăкне халалларĕç. Уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров, ЧНКан Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Владимир Марушев (вăлах уява ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшу пачĕ), Шупашкартан уява «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата комитет пайташĕсем Юлия Анисимова, Евгений Майков, Альбина Ишова килсе çитрĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Пучинке шкулĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» республика конкурсне хутшăнать.   Шупашкар хăнисен тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхине, халăх йăли-йеркине, сăмахлăхне, юрри-кĕввине упраса хăварас енĕпе шкул мĕнле ĕçленине хакласси. Уявра музыка вĕрентекен, «Шăнкăрав» фольклор ушкăн ертÿçи Лилия Иванова тата воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Алина Максимова Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн ЧНК Хисеп хутне илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Хăнасене тата вăйă курма килнисене кăтартма  шкул çумĕнчи ÿнер шкулне çÿрекен ачасен пултарулăх ĕçĕсен (вĕрентекенĕ Русскова С.С.) тата чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ куравĕсене  йĕркеленĕ. Апат-çимĕçне ачасем, ял хĕрарăмĕсен канашĕн тата ветерансен канашĕн хастарĕсем хатĕрлесе килнĕ.
Аваллăхсăр малашлăх та, пуласлăх та çук теççĕ. Йăла-йĕркесĕр культура çук, культурăсăр сапăрлă çын пăхса çитĕнтерме çук. Çавна асра тытса чăвашсем мĕн авалтан хăйсен ачисене халăхăн ăс-хакăлĕ çине таянса ÿстерме тăрăшнă. Эпир те, Пучинке шкулĕнче ĕçлекенсем, пирĕн ачасем чăвашлăха, йăла-йĕркене  ан манччăр, чăвашлăхшăн çунакансем пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр.
В случае, если Вам нежелательно размещение на сайте «изображения гражданина (ребёнка) полученного при съёмке, которая проводится в местах, открытых для свободного посещения, или на публичных мероприятиях» убедительная просьба прислать ссылку на изображение администратору сайта по адресу n-churash@rambler.ru и изображение будет удалено.
Фоторепортаж (Новочурашевское сельское поселение)