Кĕрхи вăрман хăйĕн илемĕпе тыткăнларĕ

11-мĕш класра вĕренекенсем, класс ертÿçипе (Михайлова Е.М.) пĕрле, лайăх çанталăкпа усă курса, уроксем хыççăн, ял çумĕнчи вăрмана çул тытрĕç. Кĕрхи вăрман хăйĕн илемĕпе пире тыткăнларĕ. Тĕрлĕ тĕспе чиперленнĕ вăрман хăйĕн лăпкăлăхĕпе илĕртет. Çулçă айне пулнă кăмпасене шыраса тупрăмăр. Кăштартатакан, чăштартатакан çулçăсем йĕри тавра. Ылтан кĕркунне епле илемлĕ!  Эпир пĕве çумĕнчи уçланка вырнаçрăмăр. Сывлăх çипĕплетес тĕлĕшпе тĕрлĕ вăйăсем вылярăмăр, ăмăртрăмăр, ташларăмăр. Кĕрхи вăрман шавласа кăна тăчĕ. Кăвайт чĕртсе çĕр улми пĕçерсе çирĕмĕр. Экскурсирен пурте çĕкленÿллĕ те кăмăллă туйăмпа таврăнтăмăр!