«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул»

Чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ шкулсене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ кăçал «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс ирттерчĕ. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ тата çмрăксен политикин министерстви те хутшăннă. Çак конкурса хутшăнса пирĕн шкул та документсем тăратрĕ, ăмартăвăн 2-мĕш турне тухрĕ. Ăмăртăвăн тĕп тапхăрне республикăри 5 шкул: Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕ, Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕ, Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕ, Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ, Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тухрĕ. Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче жюри пайташĕсем 2-мĕш тапхăра хутшăнакан кашни шкул ĕç-хĕлне тишкерме вырăна тухса вĕсемпе уйрăммăн паллашрĕç. Тÿресен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ И.А. Степанова,  И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри чăваш чĕлхипе литература кафедрин пуçлăхĕ Т.В. Денисова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетăн вырăс, чăваш филологийĕн тата журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова. ЧНК вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Г.Л. Никифоров, Шупашкарти 29-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.А. Фомина. Вĕсем  хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хурав илчĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвне чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕлĕпĕр.