Эпир – Атăлçи Пăлхарта, мăн асаттесемпе асаннесен Тăван çĕршывĕнче

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Тутар Республикинчи Пăлхар хулинче экскурсире пулчĕ. Ку вăл – пирĕн несĕлсен тăван çĕршывĕ, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп вырăнĕ. Кунта ачасене курмалли, тĕлĕнмелли темен чухлĕ! Хура палата, Çурçĕр тата Тухăç масарĕсем, шĕвĕр тăрăллă Кĕçĕн минаретпа вырăс чиркĕвĕ, çĕр айне пулнă мунча, Хан керменĕ, музейри тĕрлĕ экспонатсем…
Пăлхар хули X ĕмĕр пуçламăшĕнче аталанма пуçланă, кунта суту-илÿ тума, курма-вĕренме аякри Византипе Иранран, Китайпа Тибетран, Киев Руçенчен улшуçсем, ăсчахсем, çул çÿревçĕсем килсе тăчĕç. Атăлçи Пăлхар питĕ пуян çĕр-шыв пулнă. Анчах ислам тĕнне йышăннă хыççăн пирĕн мăн асаттесем çакăнпа килĕшме пултарайман, Атăлçи Пăлхартан тухса кайнă, тĕрлĕ вырăнсенче тĕпленнĕ. Пĕр вырăнĕ – чăвашсем халь пурăнакан вырăн.
Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, авалхи пăлхар чĕлхи хальхи чăваш чĕлхинче кăна упранса юлнă.
Çакăн пек кăсăклă та пуян экскурси йĕркеленĕшĕн Светлана Алексеевна Иванована пысăк тав!