Пирĕн шкул - çĕнтерÿçĕсен шутĕнче

Чăваш наци конгресĕ тата Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Çак чыслава пирĕн шкултан В.Н. Софронов, Л.Н. Клементьева, Е.М. Михайлова, З.А. Акчурина, Л.М. Иванова, 2-мĕш класра  вĕренекен Лейла Игнатьевăпа Катя Фёдорова хутшăнчĕç.
«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра çĕнтерсе 1-мĕш вырăна Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕ, 2-мĕш вырăна Йĕпреç районĕн Пучинке тата Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕсем, виççĕмĕш вырăна вара Муркаш районĕн Калайкасси шкулĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тухрĕ. Çĕнтĕрÿçĕ шкулсене саламлама Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Исаев Юрий Николаевич тата Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Угаслов Николай Федорович килчĕç.
Çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталантарассинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин пуçлăхĕн Тав хутне тата Чăваш наци конгресĕн укçа сертификатне Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕпе Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ 15 пин, Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕпе Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕ 25 пин, Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕ 50 пин илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çĕнтерÿçĕ шкулсен директорĕсене Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Вĕсен шутĕнче пирĕн шкул директорĕ Валерий Николаевич Софронов та пулчĕ.
Шкулта ăс-хакăл, вĕренÿпе воспитани ĕçне  мĕнле туса пынипе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Людмила Николаевна Клементьева паллаштарчĕ. Пирĕн шкулăн 2-мĕш класс вĕренекенĕсем. Игнатьева Лейлăпа Федорова Екатерина, уява пуçтарăннисене «Шăнкăрав» юрăпа (сăвви те кĕвви те Л.М. Ивановăн) саламларĕç.