Анне - пирĕн тĕнче

Ытларикун, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пучинке шкулĕн акт залĕнче Аннесен  кунне халалланă   уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта 1-11 класс ачисем  хутшăнчĕç. Уяв пуçламăшĕнче шкул директорĕ, В.Н. Софронов, пухăннă хăнасене Аннесен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Зал тулли ларакан ашшĕ-амăшĕн куçĕсенче  пĕрре кăна мар  савăнăç куççÿлĕ палăрчĕ. Уяв программинче аннесене халалланă нумай сăвă-юрă, хаваслă та илемлĕ ташă, ваттисен самахĕсем  янăрарĕç. Кĕçĕн класс ачисем, залра ларакан амăшĕсене, хăйсен аллипе  ăсталанă тĕрлĕ парнесем парса савăнтарчĕç. Класс ертÿçисем Анисимова Э.А., Акчурина З.А., Петрова М.В., Иванова Т.Н. тăрăшнипе  вĕсем «Анне – хĕвел çути»  ÿкерчĕксен  куравĕ йĕркеленĕ.  Шăпăрлансем  хăйсен амашĕсен   портречĕсене  тăрăшсах  ÿкернĕ. Вăтам тата аслă класс вĕренекенĕсем те хаваслă юрă-ташăпа  куракансене хавхалантарчĕç. Номерсене хатĕрлеме вĕсене хăйсен  класс ертÿçисем те пулăшнă (Павлова Н.А. – 5 кл., Шибаева Л.П. - 6а кл., Кириллова О.А. - 6б кл., Мельцова Г.Н. – 7 кл., Фёдорова О.В. - 8 кл., Иванова С.А. - 9 кл., Иванова Л.М. - 10 кл., Михайлова Е.М. - 11кл.).  Акт залĕнчех  вулавăш  ĕçченĕ Пыркина О.Н. тата шкул библиотекарĕ Иванова Л.М.  аннесене халалланă кĕнеке куравĕ те йĕркеленĕ. Юлашкинчен концертпа кăмăллă пулнă ашшĕ-амăшĕсем класс пухăвĕсене саланчĕç.