Чăваш Республикин «Савăк шăпчăк» конкурс

Пучинке шкулĕн 4 класс ачисен «Çăлкуç»  фольклор ушканĕ  чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Республикари «Савăк шапчăк» конкурса хутшăнчĕ. Çак конкурса республикари тĕрлĕ хуласемпе районсенчен нумай коллектив тата уйрăм юрлакансем хутшаннă. Пучинке ачисем  «Чи пултаруллă ушкăн» номинацинче кĕçĕн классем хушшинче çĕнтерсе 1 степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. Иккĕмĕш класра вĕренекен Федорова Екатеринăпа Игнатьева Лейлăна та  уйрăм юрлакансен хушшинче  2 степеньлĕ диплом парса  чысларĕç. Вĕсем «Чăн тÿпере çич çăлтăр»  вăйă юррине  илемлĕ шăрантарчĕç. Унсăр пуçне ачасене Чăваш Республикин «Савăк шăпчăк» конкурсне хастар хутшăннăшăн дипломсем парса савăнтарчĕç.
Концерт хыççăн конкурса хутшаннă вĕрентекенсем «Чăваш халăх эткерне упраса аталантарасси» Республикăри семинар-практикума хутшăнчĕç. Семинарта Тĕрлĕ этнографи ушкăнĕнчи чăваш тумĕн уйрăмлăхĕсем тата Ача-пăча юррисем   мĕнле пулмаллине, вĕсене мĕнле кĕнекесенче тупмалине пăхса тухĕç.