Петĕр Хусанкая халалласа ирттернĕ уяв

Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çралнăранпа кăрлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ.
Çак сумлă юбилее халалласа шкулта «Петĕр Хусанкай - чăваш поэзийĕн Улăпĕ» ятпа литературăпа-музыка композицийĕ ирттерчĕç. Уява 11 класра вĕренекенсем ертсе пычĕç, вĕсем  Петĕр Хусанкайăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 6-11 класра вĕренекенсем Майоров Иван (11 кл.), Шибаев Илья (9 кл.), Пыркин Анатолий (6 кл.), Александрова Илемпи (6 кл.), Семенова Любовь (5 кл.) поэтăн сăввисене уйрăмах ăста та пултаруллă  вуларĕç. 6 класра вĕренекен Осипова Карина поэт ывăлне Атнере халалласа çырнă «Сăпка юрри» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ. Çавăн пекх 6 класра вĕренекенсем  уява пуçтарăннисене «Тăван çĕршыв»  юрă парнелерĕç. Куракансене 10-11 класра вĕренекенсем лартнă «Улахра» сценки кăмала кайрĕ.
Юлашкинчен вĕренекенсем «Сиктĕрме çăлкуçĕ» видеофильм пăхрĕç. Уяв кăсăклă та савăнăçлă иртрĕ.
В случае, если Вам нежелательно размещение на сайте «изображения гражданина (ребёнка) полученного при съёмке, которая проводится в местах, открытых для свободного посещения, или на публичных мероприятиях» убедительная просьба прислать ссылку на изображение администратору сайта по адресу n-churash@rambler.ru и изображение будет удалено.