Шибаев Илья - «Хастарлăх çăлкуçĕ» видеосăвăсен конкурсĕн çĕнтерÿçи

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Хастарлăх çăлкуçĕ» видеосăвăсен конкурсĕнче мала тухнисене чысларĕç. Çак конкурса Чăваш халӑх сайчĕ, «Сувар» хаçат, Чăваш чĕлхин инçет вӗренÿ центрĕ, «Сăвар ТВ» тата «Шкул ТВ» тетелти телеканалсем йĕркелесе ирттерчĕç.
Ăмăртăва 650 яхăн ĕç хутшăннă. Ăмăртун 1-мĕш тапхăрĕнче çак ĕçсенчен чи лайăххисене 50 ĕç суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче Пучинкери вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Шибаев Илья. Илья 5–9 класра вĕренекенсем хушшинче  1-мӗш вырӑна тухрĕ. Вăл пур ÿсĕмри хутшăнакансем хушшинче чи пысăк балл пуçтарма пултарнă.
Çĕнтерÿçĕсен умĕнче сăмах калакансен йышĕнче вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Петĕр Хусанкай ывăлĕ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев, Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йĕркелÿçи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йĕркелÿçи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчĕç.
Ильяна эпир çĕнтерÿпе саламлатпăр, малашне татах пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!