«Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи»

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи»  ятпа литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Уяв чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе иртрĕ. Унта 3-11 классем хутшăнчĕç. Уявра 4-мĕш класра вĕренекенсем паллă чăваш поэчĕсен чăваш чĕлхи çинчен калакан сăввисене илемлĕ вуларĕç, И.Я. Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалне итлерĕç. Ун хыççăн 6б класра вĕренекенсем  «Мăн кун уявĕнче» сценка лартса пачĕç. Çавăн пекех уявра атте-аннене халалланă сăвăсемпе юрăсем шăранчĕç. Куракансене пуринчен ытла 3-мĕш класра веренекен Анисимова Анастасия юрлани кăмăла кайрĕ.  Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.