Символ кунĕ

Кашни патшалăхăн хăйĕн символĕсем пур. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Чăваш республикин символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.
Патшалăх символĕсене йышăннăранпа  25 çул çитнине халалласа  шкулта уяв иртрĕ.  Уяв Чăваш Республикин Патшалăх гимне «Тăван çĕршыв» юрра янратнипе пуçланчĕ. 11 класра вĕренекенсем Чăваш патшалăх тытăмĕпе символĕсем çинчен тĕплĕн  паллаштарчĕç, авторĕсен кĕске биографине аса илтерчĕç.
Тăван  патшалăх символĕсене хисеплесси – кашни çын тивĕçĕ.