Пучинкери "Чăваш вăййи" - вĕренÿ, ăслăлăх, сапăрлăх, мĕн-пур тĕллеве пĕрлештерсе тăракан уяв!

«Пирĕн тĕп тĕллев – чăваш йăли-йĕркине, вăййисене, культурине сыхласа хăварасси тата аталантарасси",- теççĕ Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкулта ырми-канми тăрăшакан Людмила Клементьева, Елизавета Михайлова тата Лилия Иванова вĕрентекенсем. Çак тĕллевпе пуçарса янă ĕнтĕ вĕсем çирĕм икĕ çул каялла чăваш вăййин уявне. Людмила Николаевнăпа Елизавета Михайловна ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ, Лилия Михайловна кĕвĕ-çемĕпе ачасене илĕртет. Вăл музыка вĕрентет. Ахальтен мар ĕнтĕ ку шкул республикăра чăвашлăха упрас тĕлĕшпе хастар ĕçлекенсенчен пĕри шутланать. Пĕлтĕр акă, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурсра 2-мĕш вырăна тухрĕ.
 
«Чăваш вăййи» Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çулсеренех аталанать. Ăна курма районти ытти шкулсенчен, республикăри районсенчи шкулсенчен, тĕп хуларан та хаваспах килеççĕ. Шкулта вĕренекен кашни ача, вĕрентекен чăваш наци тумĕпе килет ку уява. Чылайăшĕ кĕписене çулсеренех çĕнетме тăрăшать. Малтанхах вĕсене ашшĕ-амăшĕ çĕленĕ, халĕ – вырăнти çĕвĕ цехĕнче ăсталаççĕ. Тухья, ытти эреш тăвас енĕпе шкулта ятарлă кружок та ĕçлет. Ăна Елизавета Михайлова ертсе пырать. Унсăр пуçне «Чăваш тĕрри» кружок та пур. Унăн ертÿçи вара – Зоя Акчурина вĕрентекен. Вĕренекенсем тухья-хушпу ăсталама та, чăваш тĕрри тĕрлеме те хăнăхаççĕ. Çанталăк ăшăтманнине пула йăлана кĕнĕ уява кăçал кĕтсе хăшкăлчĕç темелле пучинкесем. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче вара, вĕсем ыйтнă пекех, çутçанталăк ăшăтса ячĕ, шăп уяв тума меллĕ кун пулчĕ.
 
Чăваш наци конгресĕн Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕсене ытти çулсенчи пекех ăшшăн кĕтсе илчĕç Пучинке ялĕнче. Комитет председателĕпе çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова, комитет пайташĕсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин пуçлăхĕ Татьяна Денисова, ЧР вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доцечĕ Анна Егорова тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Евгений Майковпа Альбина Ишова вăйă картине тăмалăх чи хисеплĕ хăнасем пулчĕç.
 
Уяв ялти стадионта иртрĕ. Малтанах пиллĕк "кас" тĕрлĕ енчен пуçтарăнса, вăйă юррине шăрантарса çаврăнчĕ. Çапла майĕпен карталанса, пĕрлешсе пысăк вăйă картине тăчĕç. Эх, мĕнлерех шеп иккен вăл чăваш вăййи! Куç тулли илем вĕт! Пучинкесем ăна йăла-йĕркене пăхăнса, ваттисем вĕрентнĕ пек тăваççĕ.
 
"Эпĕ кунта пĕрремĕш хут. Питĕ тĕлĕнтĕм, питĕ савăнтăм. Йĕпреç тăрăхĕнче чăваш юрри-ташши илемлĕн янăрат иккен. Чăвашлăх тымарĕ - пĕчĕк яш-кĕрĕмре",- хĕпĕртенине пĕлтерет Алена Иванова профессор.
 
"Кашни çуркунне чун çакăнтах туртать. Кунти вĕрентекенсен тÿпи çаканта питĕ пысăк. Вĕсене пысăк тав",- тет ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçин çумĕ Юлия Анисимова.
 
Вăйă картисĕр пуçне кунта тĕрлĕ ăмăрту, чăваш вăййисем иртеççĕ. Хĕрсем кĕвентепе шыв йăтрĕç, чечексем пуçтарчĕç, каччăсем михĕсемпе пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç, вĕрен туртрĕç. Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров тата комитет пайташĕ Евгений Майков яш чухнехине аса илмелĕх аслă класс ачисемпе вăй виçсе те шÿтлерĕç. Йăлана кĕнĕ пек ăмăрту çĕнтерÿçисене мăйĕнчен кĕлентĕр çыххи çакса яраççĕ. Акă хальхинче те директор çумĕ Алина Михайловна чи маттуррисене çак çимĕçе уртрĕ.
 
Эпир тăван чĕлхене сума сăвасси ашшĕ-амăшĕнчен килни пирки ялан калатпăр. Ку ялта вара чăннипех те чăвашлăхпа çыхăннă уявра ачасен ашшĕ-амăшĕ питĕ хастар хутшăнать. Ара, ырă йăлана манăçа кăларманни паха-çке. Çакнашкал уявсене хутшăнакан ача ваттисене те хисеплет, тăван чĕлхене те сума сăвать.
 
"Уява киленсе пăхса тăратăп. Пирĕн университетра чăваш филологи уйрăмĕнче кашни курсра тенĕ пекех Пучинке шкулне пĕтернĕ студентсем вĕренеççĕ. Акă ăçта вăй илет иккен вĕсем чăвашлăх туйăмĕ! Вĕсем пирĕн патран вĕренсе тухса чăвашлăха аталантарма ытти шкулсене каяççĕ. Паянхи чăваш вăййи - вĕренÿ, ăслăлăх, сапăрлăх,мĕн-пур тĕллеве пĕрлештерсе тăракан уяв,-" терĕ хавхаланса И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ чăваш чĕлхипе литературин кафедрин пуçлăхĕ Татьяна Денисова. Чăннипех те, çепĕç юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă-çемĕ, янăравлă сăвă-такмак, хаваслă вăйă-кулă, чипер йăла-йĕрке чăваш ачин сывă пурнăçне, чун-чĕрин пуянлăхне, кăмăл-туйăмне кăтартакан ăс-пурлăх пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç.
 
Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинке ялĕнче ирттернĕ чăваш вăййи халăхăн ырă йăли-йĕркин тымарĕ татăлманнине, малашне вăл республикăн ялĕсенче (тен Раççейĕн ытти регионĕсенчи чăвашсен те) вăй илме пултарассине шанас килет.
 
Сăнÿкерчĕксене çак каçăпа пăхăр: https://ok.ru/chvashnats/topic/67036332165904