Пучинке вĕренекенĕсем – Элкер музейĕнче

Шкулти 7 тата 10-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕпе Пысăк Упакассинчи Çемен Элкер ячĕллĕ музейра экскурсире пулчĕç. Музей ертÿçи Раиса Афанасьевна кунти экспонатсемпе паллаштарчĕ, вăл   каласа кăтартничен ачасем халăх поэчĕ çинчен  çĕннине нумай пĕлчĕç.
Музей реликвийĕ – поэт сĕтелĕпе пуканĕ. «Çак сĕтел хушшине ларсан чун-чĕре темле асамлă вăй-хăватпа тулнăн туйăнать» - каласа парать музей ертÿçи.  Ун сăмахĕ чăнах та тĕрĕс пулнине ачасем ĕнентерчĕç, кашниех  поэт сĕтелĕ хушшине ларса çак асамлă вăя илчĕ.
Экскурсипе пурте кăмăллă юлчĕç.