Илья – викторина çĕнтерÿçи

Авăн уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ чăвашсен пултаруллă писателĕ тата ăста композиторĕ Федор Павлович Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Федор Павлов – тĕрлĕ енлĕ талант» викторина ирттерчĕ.
Амăртăва пирĕн шкул вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри -  10-мĕш класра вĕренекен Шибаев И. Вăл   çĕнтерÿçĕ  пулса тăчĕ.