Пурнăç тытăмĕ - анне

Ытларикун, чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пучинке шкулĕн акт залĕнче Атте-анне çулталакне пĕтемлетсе, Аннесен  кунне халалланă уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта 1-9 класс ачисем  хутшăнчĕç. Уяв пуçламăшĕнче шкул директорĕ, В.Н. Софронов, пухăннă хăнасене Аннесен кунĕ ячĕпе саламларĕ. Зал тулли ларакан ашшĕ-амăшĕн куçĕсенче  пĕрре кăна мар савăнăç куççÿлĕ палăрчĕ. Уяв программинче аннесене халалланă нумай сăвă-юрă, хаваслă та илемлĕ ташă, ваттисен самахĕсем  янăрарĕç. Класс ертÿçисем Анисимова Э.А., Акчурина З.А., Петрова М.В., Иванова Т.Н. тăрăшнипе   ачасем  тĕрле мелпе ăсталана парнесемпе ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Кĕçĕн класс ачисем  залра ларакан амăшĕсене, хăйсен аллипе  ăсталанă парнесем парса савăнтарчĕç.  Шăпăрлансем  хăйсен амашĕсен   портречĕсене  тăрăшсах  ÿкернĕ. Вăтам тата аслă класс вĕренекенĕсем те хаваслă юрă-ташăпа, аннесем çинчен çырнă сăвасемпе куракансене хавхалантарчĕç. Уява  хатĕрленме вĕсене хăйсен  класс ертÿçисем те пулăшнă (Павлова Н.А., Шибаева Л.П., Кириллова О.А., Мельцова Г.Н., Фёдорова О.В.,   Ильин Д.В.).  Уяв концертне илем кÿрекен ташăсене искусство шкулĕн хореографĕ Филиппова М.А. хатĕрленĕ.  Юлашкинчен концертпа кăмăллă пулнă ашшĕ-амăшĕсем класс пухăвĕсене саланчĕç.