Районта Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ уçăлчĕ

Кăçал чăвашсен аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Çакна шута хурса кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Йĕпреçри тĕп библиотекăра Ырă тăвакансен çулталăкне тата Иван Яковлев çулталăкне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Уява йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн уйрăмĕ тата вĕренÿпе культура пайĕсем пулчĕç.
Район библиотекине чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе шкул ачисем, библиотекăпа культура ĕçченĕсем, конгресс хастарĕсем, журналистсемпе тавра пĕлÿçĕсем пухăнчĕç. Уява Шупашкартан Чăваш наци конгресĕн президиум пайташĕсем, вĕренÿ комитечĕн пуçлăхĕ Геронтий Никифоровпа ун çумĕ Юлия Анисимова килсе çитрĕç.
Ларăва Чăваш наци конгресĕн Йĕпреç районĕн уйрăмĕн ертÿçи Владимир Марушев уçрĕ. Вăл Иван Яковлевич хăйĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе чăваш халăхĕшĕн чи хаклă çыннисенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕ, хисеплĕ вĕрентекене яланах асра тытмаллине каларĕ. Сак уявра Пучинке шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем тата вĕренекенĕсем  - Захарова Виктория, Краснов Борис хутшăнчĕç. Вĕсем Иван Яковлева халалланă сăвăсене вуларĕç.
2018 çула Йĕпреç районĕнче Яковлев çулталăкĕ тесе палăртнине уява пухăннисем пурте ырларĕç, аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ чăвашлăха çирĕплетессинче курăмлă ĕçсем тума пулăшсах пыччăр, тăван чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр терĕç.