Ырă тăвакансен çулталăкне уçрăмăр

2018 çула Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. «Ыттисене пулăшма, Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума вăхăтне тата вăйне хĕрхенмесĕр хăйĕн çуралнă вырăнĕшĕн ырă ĕç тума ăнтăлакан, пĕрлехи ĕçшĕн тăрăшакан çын яланах хисепре пулнă, пулать те…». Çак сăмахсене  чăваш халăхне çутта кăларакан,  пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çинчен каланăнах туйăнать. Кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа шкулта «Аслă патриарх кун-çулĕн йĕрĕпе» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Уяра 5, 6, 7, 10 класра вĕренекенсем Иван Яковлева халалланă сăвăсем вуларĕç, Т. Петĕркки сырнă «Çутталла» сценкăн пĕр сыпăкне, 2 класра вĕренекенсем «Сармантей» юмаха лартса пачĕç. 3 класра вĕренекенсем вара хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Чăваш халăхне» халала итленĕ хыççăн Е.М. Михайлова, чăваш чĕлхине вĕрентекен, ачасене çак халал пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăмалли çинчен асăрхаттарса каларĕ.
Уява 5-мĕш класра вĕренекен Захарова Виктория тата 10-мĕш класра вĕренекен Шибаев Илья ертсе пычĕç. «Тăван халăха, çĕршыва юратар, уншăн пĕтĕм чун-чĕре  хавалне парар, тĕрĕс-тĕкел ĕмĕтпе пурăнар, малашлăхра ырă ĕçсемпе ырă çитĕнyсем тăвар!», - чĕнсе чĕнчĕç вĕсем ачасене.