Семинара хутшăнчĕç

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Л.Н. Клементьевăпа Е.М. Михайлова, музыка вĕрентекен Л.М. Иванова тата воспитании енĕпе ĕçлекен директор çумĕ А.М. Максимова Шупашкар районĕнчи Тутаркасси  вăтам  шкулĕнчи  «Шкул тата чăваш чĕлхи аталанăвĕ» темăпа республика шайĕнче иртнĕ  семинара хутшăнчĕç.  Семинарта ЧНК вĕренÿ пайĕн пайташĕсем, Шупашкар хулипе районĕнчи  чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, «Паха тĕре» фабрикăн генеральнăй директор çумĕ пулчĕç.
Семинара Л.В. Петрова шкул дирекрорĕ  уçрĕ, шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Малалла чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен А.В. Ишова, Чаваш Республикин тава тивĕçлĕ верентекенĕ, Раççей Федерациĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Тутаркасси шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕренесси мĕнле пулса пынине каласа пачĕ, хăйĕн ĕç опычепе паллаштарчĕ.
Семинар тухăçлă та усăллă иртрĕ.