Викторинăсене хутшăнакансене саламлатпăр

Чăвашсен паллă поэчĕ, прозаикĕ, куçаруçи тата критикĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа кăçал 110 çул çитнине халалласа республикăра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Çĕнĕ Шупашкарти  Митта Ваçлейĕ ячĕпе хисепленекен çирĕммĕш шкул республика шайĕнче «Этем этеме ан пул ытлашши…» интернет-викторина ирттрерчĕ. Çак викторинăна 300 ытла вĕренкен хутшăннă. Пирĕн шкулти вĕренкенсем те викторинăна хастар хутшăнчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Майорова Алёна, Фёдоров Александр, Школьников Станислав II степеньлĕ диплома тивĕçрĕç.
«Чăваш наци конкресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки,  «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ сăмах ăстисен сума суса «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕ. Литература ăмăртăвне 220 çын хутшăннă. 10-мĕш класра вĕренекен  Илья Шибаев  «Сăваплă ят» викторинăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. 
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш  Республикин наци библиотекинче  Митта  Ваçлейне чысласа, викторинăна пĕтĕмлетсе уяв иртрĕ. Çак уява 4-мĕш класра вĕренекен Анисимова Анастасия «Чăваш пикисем юрăпа ÿçрĕ. Шибаев Илья Анатолий Юманăн «Амăшĕ» сăвва вуларĕ.