«Хĕвел çутипе» кинофильм Яковлев ачалăхĕпе паллаштарчĕ

И.Я. Яковлев кун-çулне çутатса паракан мероприятисем ирттеретпĕр. 5-9 классенче вĕренкенсем Марина Карягина çырнă, Зоя Яковлева ÿкернĕ, Иван Яковлевич Яковлев ачалăхне çутатса паракан, «Хĕвел çутипе» кинофильм пăхрĕç. Кинофильм тăрăх ачасем авалхи çи-пуçпа, йăла-йĕркепе, чăваш этикечĕпе паллашрĕç.