Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче – эксурсире

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсем С.А. Иванова тата Л.Н. Клементьева ертсе пынипе Чĕмпĕр хулине çитсе килчĕç. Ачасем Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Иван Яковлев хваттер-музейĕнче пулчĕç. Курмалли, хак памалли сахал мар музейра. Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ стендсем тăрăх ачасем пĕчĕк Иванăн ачалăхĕпе, вĕреннĕ çулĕсемпе, чăваш халăхĕшĕн тунă ырă ĕçĕсемпе, Чĕмпĕр шкулĕн историйĕпе паллашрĕç. Музейри экспонатсене 100 çул каялла аслă вĕрентекенĕмĕр пурăннă вăхăтра мĕнле пулнă, çавăн пекех упраса хăварма тăрăшнă. Кунта Иван Яковлев усă курнă ручка-кăранташĕ те, кĕнеки-журналĕ те пур. Çавăн пекех Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чăваш хĕрĕсем Екатерина Алексеевнăна ырă сунса парнеленĕ чăваш тĕррисем нумай упранаççĕ. Куравра ачасем нумай çĕнни пĕлчĕç.
Экскурсии ачасене килĕшрĕ. Çакăн пек çул çÿревсем вĕренекенсен тавра курăмне, пĕлĕвне анлăлатма, пуянлатма пулăшаççĕ.