Шибаев Илья – 1 степеньлĕ диплом лауреачĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав ăмăртăвĕ иртрĕ.  Чи пултаруллисем тăваттăмĕш хут Шупашкара пуçтарăнчĕç. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ яланах вырăнти культура çурчĕсемпе шкулсенче, иккĕмĕшĕ районпа хула шайĕнче иртет. Малтанхи тура кăçал 1000 яхăн çын хутшăннă. Пĕтĕмлетÿ концертне вара 215 конкурсанта чĕнсе илнĕ. Вĕсем хушшинче 10-мĕш класра вĕренекен Шибаев Илья та пур. Кашни çулах вăл çĕнтерÿçĕсен  шутĕнче  пулнă. Кăçăл та «Поэзи» номинацире лауреат пулчĕ, 1 степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ.