Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш Чĕлхи кунĕ. Кăçал И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Çакна халалласа шкулта «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ»  литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ.  5, 6, 8, 10 класра вĕренекен пултаруллă ачасем сăвă каларĕç, 2-мĕш класс ачисем «Сармантей» сценка лартрĕç, 3 классем пирĕштисен ташшипе савăнтарчĕç. Иван Яковлев рольне 10-мĕш класра вĕренекен Шибаев Илья питĕ ăста вылярĕ. Куракансене пĕчĕк артистсем Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе  паллаштарчĕç.