«Уçă урок» фестиваль иртрĕ

Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Пучинкери вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен  район  шайĕнчи «Уçă урок» пиллĕкмĕш фестиваль иртрĕ.  Фестивале Раççейри Ырă ĕçсен çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Иван Яковлев  çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă.
Конкурса 9 учитель хутшăнчĕ, вĕсем виçĕ номаницере тупăшрĕç:
1.  Ырă ĕçсен тата ырă тăвакансене   халалланă урок;
2.  5-11 классенчи чăваш чĕлхипе литература урокĕ;
3.  Класс тулашĕнчи мероприятии.
Çĕнтерÿçе палăртма çăмăл пулмарĕ. Учительсем пурте лайăх хатĕрленнĕ. Ăмăртура  çĕнтерÿçĕ Ю.В. Кошелева (Çăкалăх шкулĕ), 2 вырăна: Л.П. Школьникова (Эйпеç шкулĕ), Н.А. Евдокимова (Чăваш Тимеш шкулĕ), 3 вырăна О.Н. Анисимова, Г.В. Григорьева (Кĕлĕмкасси шкулĕ), О.Н. Данилова (Энтриел шкулĕ).
Л.Н. Клементьевăпа Е.М. Михайлова хатĕрленĕ «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» класс  тулашĕнчи мероприятии 1 вырăн йышăнчĕ.
Фестиваль çакна кăтартса пачĕ. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем çĕнĕ стандартпа вĕрентÿре традициллĕ ĕç мелĕсемпе, çĕнĕ технологи элеменчĕсемпе, информаципе хутшăну хатĕрĕсемпе, компьютер техникипе анлă усă кураççĕ. Вĕсем урокра вăхăта перекетлеме май параççĕ, ачасене харпăр хăй тĕллĕн пуçаруллă ĕçлеттерсе кирлĕ пĕлÿ илме пулăшаççĕ. Вĕрентĕве схемăсемпе, таблицăсемпе, слайдсемпе, презентаципе усă курса йĕркелени тăван чĕлхепе литературăна ачасене ăша хывма лайăхрах май парать. Тĕрлĕ мелпе тата меслетпе усă курни ĕçе тухăçлăх кÿрет, урока паянхи пурнăçпа çыхăнтарса ирттерни тăван чĕлхен сумне çĕклет тата çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшать.
Тăван чĕлхе вĕрентекенсене район фестивалĕнче хутшăнса пултарулăха тĕрлĕ енлĕ ăста кăтартнăшăн эпир ăшшăн саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те ăмăртусене хастар хутшăнма ăнăçу сунатпăр.