«МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРС ЧЫСЛАВĔ

Кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне тивĕçрĕ. Президент гранчĕ пулăшнипе «Нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен культури» марафона хутшăнса конгресăн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ кăçал кăрлачпа ака уйăхĕсенче И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх, ман Тăван çĕршыврегионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикинчи, Пушкăртстанпа Тутарстанри тата Тюменьпе Ульяновск облаçĕсенчи 260 çамрăк сăвăçсемпе прозаиксем, драматургсемпе тата ал ĕç ăстисем хутшăнчĕç.
Конкурс «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк», «Чи лайăх пьеса», «Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацисемпе иртрĕ.
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Ман халăх, ман Тăван çĕршывконкурсăн чăваш тумлă маттур çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, ачасен сăмахлăх çырăвĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсем Шупашкарти наци библиотекине пултарулăх пĕтĕмлетĕвĕпе чыславне пухăнчĕç. Залра «Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацин çĕнтерÿçисемпе призерĕсен ал ĕç япалисен куравне йĕркеленĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе поэт Василий Кервен, ÿнерçĕ Николай Балтаев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем Геронтий Никифоровпа Юлия Анисимова, конгресс пайташĕсем Татьяна Архипова, Римма Гаврилова, «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Лидия Филиппова тата библиотека ĕçтешĕ Ольга Тимофеева çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсемпе тата вĕсен вĕрентекенĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕç.
«Алăпа тунă чи лайăх япала» номинацире пирĕн шкул 4 ĕç тăратрĕ.  8-мĕш класра вĕренекен Татьяна Иванова, Лиана Харитонова, Татьяна Иванова (ертÿçисем Клементьева Л.Н., Михайлова Е.М.) ĕçĕ 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçĕçене медальпе тата дипломпа чысларĕç. 3-мĕш класра вĕренекен Юлия Васильева (ертÿçи Акчурина З.А.)  ĕçĕ 3 вырăна тухрĕ, 11-мĕш класра вĕренекен Ирина Яковлевăпа 4-мĕш класри София Тимофеева (ертÿçи Петрова М.В.) ĕçĕсем  Тав хутне тивĕçрĕç. Хастар ал ĕçĕ ăстисене саламлатпăр, хутшăннăшăн тав тăватпăр.