ПУЧИНКЕ ШКУЛĔ ВĂЙЙА ТУХРĔ

Шкулта, çÿ уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш халăхĕн аслă вĕрентÿçи И.Я. Яковлев  çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Чăваш вăййи» уяв иртрĕ. Симĕс çеремлĕ вăйă лапамне Пучинке шкулĕн ачисемпе вĕрентекенĕсем, ял хĕрарăмĕсен тата ветерансен канашĕсен хастарĕсем пухăнчĕç.   Шупашкартан уява «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата комитет пайташĕсем Юлия Анисимова, Альбина Ишова, Татьяна Архипова, Людмила Кинер юрăçă килсе çитрĕç.
Чăваш тумлă шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял хĕрарăмĕсен канашĕн хастарĕсем, ветерансем, ЧНК пайташĕсем алла-аллăн тытăнса вăйă  карти туса юрларĕç. Вĕсем кĕлеткене тÿррĕн тытса, карталанса юрла-юрла танлă утрĕç. Пысăк вăйă карти тикĕссĕн те хуллен шурĕ. Вăл калама çук илемлĕ те чăннăн курăнчĕ. «Илемлĕ, илемлĕ...» юрра вара уйрăмах пурте килĕштерсе юрларĕç. Шкул ачисемпе пĕрле аслисем вăйă картинче юрласа çаврăнни уява илем кÿчĕ.
Уявра юрă, ташă, вăйă, шÿт, такмак тата ытти пĕр-пĕринпе черетленсе пычĕç. Аслă классенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕренÿри маттурлăх вăй-хал вăййинче лайăх курăнчĕ, ăмăртура кулса-шÿтлесе выляни шкул ачисен туслăхĕ çирĕп пулнине кăтартрĕ. Хаваслă вăйă-кулăра ачасен чысĕ, тирпейлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕ курăнса тăчĕ.