ВĂЙЙА ТУХРĔÇ ПУЧИНКЕСЕМ, ЮРĂ ЮХРĔ ЯН ТА ЯН!

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче «Чăваш вăййи» уяв иртрĕ. Пучинкесем ку уява 1995 çултанпа кашни çулах çуркунне чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă Иван Яковлевич Яковлева халалласа ирттереççĕ. Кăçал та вăййа Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалларĕç.
Çулленех иртекен уява Шупашкартан Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн хастарĕсем Геронтий Никифоров, Юлия Анисимова, Татьяна Архипова, Альбина Ишова тата Людмила Кинер юрăç килсе çитрĕç. Шупашкар хăнисене Пучинке шкулĕн ачисемпе вĕрентекенĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Шкулăн тавра пĕлÿ музейĕнчи ял халăх пурнăçĕн, йăли-йĕркин, культурин уйрăмлăхĕсене, вĕренекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсене кăтартакан стендсемпе тата экспонатсемпе паллашнă хыççăн симĕс курăклă вăйă лапамне тухрăмăр. Кунта чăваш тумлă шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕпе асламăшĕ, ял ветеранĕсемпе хĕрарăмĕсен канашĕн пайташĕсем пухăнчĕç.
Çурхи уява шкул директорĕ Валерий Софронов уçрĕ. Унăн салам сăмахĕнчен Пучинке шкулĕ «Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕрки» проекта пурнăçа кĕртсе ăнăçлă ĕçленине, йышпа тăвакан ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ «Чăваш вăййи» уяв пулса тăнине пĕлтĕмĕр. Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ кăçал йĕркеленĕ «Ман халăх, ман Тăван çĕшыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсĕн çĕнтерÿçисене 8-мĕш класра вĕренекенсене Татьяна Ивановăна, Лиана Харитоновăна, Татьяна Шибаевăна (вĕрентекенĕсем – Людмила Николаевна Клементьева, Елизавета Михайловна Михайлова), призерне 3-мĕш класс ачине Юлия Васильевăна (вĕрентекенĕ – Зоя Алексеевна Акчурина) дипломпа, медальпе тата Пучинке ялĕн ветеранĕсен Канашĕн ертÿçине Мелания Михайловна Андреевăна конгресăн  Хисеп хучĕпе чысланă хыççăн уяв пуçланчĕ.
Чăвашла тумланнă учительсемпе ачасем, ял-йыш тем пысăкăш вăйă карти йĕркелерĕç. Шупашкар хăнисем те уяв халăхĕпе пĕрле майĕпен утса «Хурăн çулçи» юрра уйрăмах килĕштерсе шăрантарчĕç. Шкул ачисемпе юнашар юрласа танлă утакан ветерансен ушкăнĕ вăйă картине илем кÿчĕ. Людмила Кинер юрăç савăк юрласа уява хаваслăх кĕртрĕ, пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕ.
Çуркуннехи çепĕç юрă ян-ян янăрарĕ таврара, лайăх кăмăл çĕклерĕ чĕрере. Уяв халăхĕ акăш евĕр утнине, чăнкăр-чăнкăр тенкисем йăлтăртатса пынине курсан куç умне «Нарспи» поэмăри ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Шкул стадионĕнче иртекен уяв мĕнлне кăна хаваслă туйăм парнелемерĕ-ши?
Сăвă-юрă, ташă-çемĕ, вăйă-кулă, ăмăрту – тĕрлĕ енлĕ те пуян, интереслĕ программа  хатĕрленĕ вĕрентекенсем. Шÿт, такмак тата ытти те пĕр-пĕрнипе черетленсе пычĕç. Шкул ачисен вĕренÿри маттурлăхĕ юрă-ташăпа вăй-хал вăййисенче аван курăнчĕ. Кĕвентеллĕ, тулли витреллĕ пикесем хăшĕ хитререх утма пултарнине тĕрĕслерĕç, каччăсем пĕр-пĕринпе михĕсемпе çапăçса кам çаврăнăçуллă та вăйлă пулнине палăртрĕç, вĕсемех хĕрсемпе çерем çинче чăвашла ташласа çил-тăвăллăн çаврăнчĕç, кĕçĕннисем вара ача-пăча вăййисемпе илĕртрĕç...
Хаваслă вăйă-кулăра чăваш ачисен тирпейлĕхĕ, танлăхĕ, маттурлăхĕ тата çирĕп туслăхĕ курăнса тăчĕ. Аслисемпе çамрăксем уявра пĕрле чыслă та танлă пулни, ача-пăча вăййипе ăс-хакăлне курни пире тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Хĕвел тĕнчене савса пăхнă вăхăтра тавралăха ян-ян яракан вăйă юрри, илемлĕ ташă, янăравлă сăвă-такмак, хаваслă вăйă-кулă, чипер йăла-йĕрке – çаксем пурте Пучинке шкулĕн ачисемпе ял халăхĕн сывă пурнăçне, чун-чĕрин илемне, кăмăл-туйăмне кăтартакан ăс-хакăл пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç.
Ачасемпе пĕрле Пучинке ял халăхĕ ирттернĕ чăваш вăййи ырă йăла-йĕркен тымарĕ татăлманнине, вăл çулсенрен çирĕпленсе вăй илсе пынине кăтартрĕ.
Геронтий ХУРАМАЛ