«Музейри тĕл пулу»

Шкулти краеведени музейĕнче 8 класра вĕренекенсемпе ветерансем тĕл пулу урок ирттерчĕç.  Ветерансем хăйсемпе паллаштарчĕç, ăçта тата миçешер çул ĕçлесе канăва тухни çинчен, ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен  каласа кăтартрĕç. Ачасене тăрашса  вĕренме,  ĕçе юратма  пехил пачĕç. Тĕл пулу урокĕ ачасемшĕн усăллă иртрĕ. Вĕсем  пур прфесси те  пурнăçра кирлине, кирек мĕнле ĕçре тăрăшса ĕçлекен  хисепе тухнине пĕлчĕç.