ПУЧИНКЕ ШКУЛĔНЧЕ РЕСПУБЛИКА ШАЙĔНЧИ СЕМИНАР ИРТРĔ

Пучинкери вăтам шкул республикăри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен стажер площадки пулса тăрать. Çавна май юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкула Вăрнар районĕнчи вĕрентекенсем килчĕç. Семинар теми: «Тăван чĕлхепе литература верентĕвĕнчи ФГОСăн çĕнĕ технологийĕсем».
Семинарта Йĕпреç районĕнчи Эйпеç, Пучинке, Чăваш-Тимеш, Çăкалăх шкулĕсенче тата Вăрнар районĕнчи  чăваш чĕлхипе литература  вĕрентекенсем кăсăклă уçă уроксем пачĕç. Пучинке шкулĕнче 3, 4,  6-11 класĕсенче вĕренкенсемпе вĕрентекенсем Иван Яковлевич Яковлева халалласа «Унăн ячĕ нихăçан та сÿнмĕ» литературăпа музыка композицийĕ лартрĕç. Шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Чăвашлăха упрар» ăсталăх урокĕ ирттерчĕç.
Вĕрентекенсем умĕнче Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин преподавателĕ Н.Г. Иванова, районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А.А. Игнатьева тухса калаçрĕç.