Вĕренес кăмăла çĕклесси

7-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхлĕ пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухура çак ыйтусене хускатрĕç:
-  2-мĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕ;
-  Ачасен вĕренес кăмăлне мĕнле çĕклемелле?;
-  Ачасен тимлĕхне мĕнле ÿстермелле?
Чи малтан класс ертÿçи, вĕренÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ, вĕрентекенсем тухса калаçрĕç. Кашни ачан вĕренÿри ÿсĕмĕсемпе çитменлĕхĕсене асăнчĕç. Вĕрентекенсем вĕренÿре творчествăлла ĕç пысăк ÿсĕм кÿни çинчен каларĕç. Çавăнпа та вĕренекенсене çак ĕçе активлă явăçтармаллине йышăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕсен енчен те ачасене тимлĕхпе пулăшу кирлине палăртса хăварчĕç. Ачасене воспитани парассинче  пĕрлĕхлĕ çыхăну пысăк пĕлтерĕшлĕ  пулнине палăртрĕç.