«Элкер вулавĕсем – 2019»

Паян районта «Элкер вулавĕсем – 2019» наукăпа-практика конференцийĕ иртрĕ. Пурĕ 6 секци ĕçлерĕ. Пирĕн шкул вĕренекенĕсем 4 секцин ĕçне хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литература секцине 10 класра вĕренекен Павлова К. тата 9 класра вĕренекен Тимофеев А. хутшăнчĕç. Вĕсен тĕпчев ĕçĕн теми: «Çемье – кăмăл-сипет управçи» Çемен Элкерĕн «Хурапа шурă» повеçĕ тăрăх». Вĕсем ăмăртура 2-мĕш вырăна тухрĕç (вĕрентекенĕсем Клементьева Л.Н., Михайлова Е.М.). «Топонимика» секцийĕнче 8-мĕш класра вĕренкен Александрова И. «Пучинке ялĕнчи микротопонимсем» темăпа тухса калаçрĕ, 3-мĕш вырăн йышăнчĕ (вĕрентекенĕсем Клементьева Л.Н., Михайлова Е.М.). «Автор поэзийĕ» секцийĕнче Захарова Виктория (6 класс) 2-мĕш аырăна тухрĕ (ертсе пыраканĕ Анисимова Э.А.). «Историре палăрнă çынсем» секцинче 6 класра вĕренекен Федорова Дарьăпа Петрова Зоя 2-мĕш вырăна тухрĕç (ертсе пыраканĕ Федорова О.В.).
Çавăн пекех юптарусене илемлĕ вулакансен конкурсĕ те иртрĕ. Ку конкурса 6-мĕш класра вĕренекен Захарова В., Краснова А., Петрова З., Сильвестрова О., Федорова Д. хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем шутне Захарова В. – 1-мĕш вырăн тата Петрова З. – 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Захарова В. район чысне хÿтĕлеме Шупашкара кайĕ.