«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш – 2019» инçет видеоконкурс çĕнтерÿçине саламлатпăр!

Нарăс уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен республикӑра регионсем хушшинчи «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш - 2019» инçет видеоконкурс иртрĕ.  Пĕтĕмпе 840 ĕç тăратнă. Конкурса чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрĕ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чăваш ен наци радиотелекомпанийĕ тата Чăваш Республикин наци библиотеки йĕркелерĕ. Конкурса шкул çулне çитмен шăпăрлансем, шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем хутшăнма пултарчĕç.
«Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» инçет видеоконкурса чăваш ачасене тăван литературăпа халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе тата культурипе паллаштарас, ачасен вулав пултарулăхне, чăвашла пуплевне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Çак конкурса  Пучинкери пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  вăтам шкул вĕренекенĕсем те хастар хутшăнчĕç. Конкурса ярса панă ĕçсене ятарласа йĕркеленĕ жюри членĕсем ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пăхса тухса хакларĕç. Çĕнтерÿçĕсен  йышĕнче 6 класра вĕренекен  В. Захарова та пулчĕ. Вăл «Чăваш сăввисем: тĕп шкул» номинацире вӑтам çулхи  ачасем хушшинче Алексей Воробьевăн  «Çăкăр» сăввине  вуласа 2-мĕш вырăн илме пултарчĕ (ертӳçисем – Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н.). 1 класра вĕренекен «Чăваш сăввисем: шăпăрлансем» номинацире пуçламăш шкул ачисем хушшинче  Е. Антонова Анатолий Хум çырнă «Кукамайӑн миçе чӑх?»  сăввине вуласа 3-мĕш вырăн илме пултарчĕ  (ертӳçи – Петрова М.В.).
Çĕнтерÿçĕсене Чăваш наци библиотекинче ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче чысларĕç. Пултаруллă хĕр ачасене саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунатпăр.