Çамрăк корреспондентсен III cлётĕнче

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çуртĕнче Ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Самант» журнал тухма пуçланăранпа – 90 çул, «Тетте»  кун çути курнăранпа 25 çул çитнине халалласа Çамрăк корреспондентсен III cлётне ирттерчĕ.  Уява хаçатăн хастар тусĕсене, тĕрлĕ викторинăпа конкурссен çĕнтерÿçисене йыхравланă.
Уява «Тантăш» хаçат ирттернĕ «Ял историне пĕлетĕр-и?» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă  7-мĕш класра вĕренекн Арина А. тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н., 7-мĕш класра вĕренекен Максимова С.  хутшăнчĕç. Арина 1-мĕш вырăна тухса хаклă парнесене тивĕçрĕ.
Слёта килнисемпе ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Эпир «Хальхи пичет кăларăмĕсем валли сăн ÿкерчĕксем хатĕрлессин хăйнеевĕрлĕхĕ» тата «Ача-пăча кăларăмĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртесси» ăсталăх класĕсенче пултăмăр. Ăсталăх урокĕсем усăллă та кăсăк пулчĕç.