ЭЛКЕР ЯЧĔ ĔМĔРЛĔХ АСРА

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи С.В. Элкер ячĕпе хисепленекен Пысăк Упакассин тĕп шкулĕнче Чăваш халăх поэчĕ С.В. Элкер 125 çул тултарнине халалласа пысăк уяв пулчĕ.
Уявăн пĕрремĕш пайĕнче «Элкер вулавĕсем» - республика шайĕнчи  наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.  Конференцие пирĕн шкул вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç: 10-мĕш класра вĕренекен К. Павлова тата 9-мĕш класра вĕренекен А. Тимофеев  С. Элкерĕн «Хурапа шурă» хайлавĕ тăрăх «Çемье – кăмăл-сипет управçи» тĕпчев ĕçĕпе 2-мĕш вырăна йышăнчĕç (вĕрентекенĕ Михайлова Е.М., Клементьева Л.Н.). 6-мĕш класра вĕренекен В. Захарова «Атор поэзийĕ» секцире хăй хайланă сăвăсемпе 3-мĕш вырăна тухрĕ (етÿçи Анисимова Э.А.). 11-мĕш класра вĕренекен И. Шибаев С. Элкерĕн «Яла таврăнсан» сăввине илемлĕ вуласа уява пуçтарăннă халăха савăнтарчĕ.