«Чăваш вăййи»

Шкул планĕпе килĕшÿллĕн, çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Пучинке шкулĕн коллективĕ йĕркеленипе черетлĕ «Чăваш вăййи» уяв иртрĕ.  Кăçалхи уява эпир Театр çулталăкне тата  Пысăк Упакассинче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăнранпа125 çул тултарнине халалларăмăр. Уява Шибаев И. Элкерĕн  «Яла таврăнсан» сăввипе  уçрĕ. Çавăн пекех  Захарова В. вуланă В. Оринован «Чăваш театрне» сăвви  те илемлĕн янăрарĕ. Шкул директорĕ В.Н. Софронов пурне те çак хаваслă уяв ячĕпе саламларĕ. Пучинкери вĕрентекенсен коллективĕ Л.М. Иванова çырнă, кĕвĕленĕ «Килсе çитрĕ çуркунне» юрра шăрантарчĕ. Яланхи пекех çак илемлĕ çурхи кун пĕтĕм класри шкул ачи, вĕрентекенĕсем, ветеран совечĕн хастар членĕсем, хĕрарăмсен совечĕн активсчĕсем уява хастар хутшанчĕç. Вĕсем пурте илемлĕ чăваш тумĕпе, эрешĕпе питĕ капăр курăнчĕç. Чылайăн пухăннă уява курма килнĕ çынсене  вĕсем хăйсен хитре чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уява «Пучах» ача садне çÿрекен ачасем илемлĕ ташă парнелерĕç (хатĕрлекенĕ Т.Н. Орлова). Аслă классенче вĕренекенсен ăмартăвĕсем те пурне те килĕшрĕç.  Чăваш вăййине хутшăнма Куславкка районĕнчен пуçламăш  классене вĕрентекен 20 учитель кăмăл турĕ. Вĕсем  хăйсен илемлĕ юррисемпе халăха савантарчĕç. Пучинке шкулĕ йĕркелесе ирттерекен уява пысăк хак пачĕç.  Çак уява ирттерме  ачисене илемлĕ тумтирсем  çĕлесе паракан  ашшĕ-амăшĕсем те тав сăмахне  тивĕç.
Фотосем (сайт Новочурашевского сельского поселения)