Çĕнетнĕ этнопарк

Май уйăхĕн 29-мĕшĕнче 7-мĕш класра вĕренекенсем Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этгографи музейне çитсе килчĕç. Çĕнетнĕ этнопаркра ачасене кăсăкланмалли чылай.
Вĕренекенсем 19-мĕш вĕçĕнчи тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи хресчен çурчĕсене, çил арманне, икĕ хутлă ампара, хура мунчана, тимĕрç лаççине пăхса çаврăнчĕç. Музейри çĕнетнĕ вырăнсене те кăмăлласах пăхса çаврăнчĕç. Тарасаллă пусă шывне ĕçсе киленчĕç, чуччу çинче ярăнса савăнчĕç.