Çеçпĕл çĕрĕ çинче

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕр ушкăнĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялне çитсе килчĕ. Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши  çуралнăранпа 120 çул çитет. Пирĕн шкултан çак ĕçлĕ çÿл çÿреве Михайлова Е.М, Клементьева Л.Н тата Максимова А.М. хутшăнчĕç. Кунта Çеçпĕл Мишши музейĕ, «Çеспĕл Мишшин тăван килĕ» комплекс вырнаçнă. Çеçпĕл музейĕн ертÿçи Ирина Егорова хăйсен ентешĕн кун-çулне çутатса паракан нумай пулăмпа паллаштарчĕ. Вĕрентекенсем ял библиотекинче, Культура керменĕнче,  Çеспĕл Мишши ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта пулчĕç. Шкул директорĕ, Михайлов О.И., шкулпа паллаштарчĕ. Тĕлпулу çак шкултан вĕренсе тухнă, профессионал писательсен  союзĕн ертÿçипе Лидия Филипповăпа «Çавра сĕтел тавра» семинарпа вĕçленчĕ.