Кăвар чĕреллĕ сăвăçă

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче шкулта Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул   çитнине халалласа «Кăвар чĕреллĕ сăвăçă»  литература каçĕ иртрĕ. Çак уява 5-8 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. 7, 8 класра вĕренекен пултаруллă ачасем Çеçпĕл сăввисене тата ытти поэтсем Çеçпĕле халалласа çырнă сăвăсем вуларĕç. Çеçпĕл Мишшин амăшĕ сăнарне 7-мĕш класра вĕренекен Сильвестрова  О. ăста калăпларĕ. Уява ертсе пыракансем З.Петровапа А. Пашков ачасене Çеçпĕл пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех ачасем А. Довженко ячĕллĕ киностудии ÿкернĕ «Сеспель» кинофильмăн фрагменчĕсемпе паллашрĕç, ачасем Çеçпĕл сăввисем тăрăх хатĕрленĕ видеороликсене пăхрĕç.