«Сывлăха ачаран упра»

Нимĕнле амăшĕ те çут тĕнчене сĕмсĕр те çăткăн ача çуратмасть. Ăçтан тухаççĕ-ха пурнăçра ĕçекенсем, пирус туртакансем, суякансем, çапăçакансем, хайсен ачисене пăрахакансем. Паллах, пирĕн хушăранах.
Çакăн евĕр ыйтусене уçса парас тата ачасене сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пымалли çинчен ăнлантарас тĕллевпе 8-11 класс ачисемпе Пучинкери участок больницинче вăй хуракан Васильева Е.С. педиатр тата Семенова О.В. медсестра уçă калаçу ирттерчĕç. Вĕсем
1)   Физкультура тата спорт;
2)   Киревсĕр  йала-йĕркерен пăрăнар;
3)   Харпăр хăйне тирпейлĕ тытасси  тата ытти ыйтусене хускатрĕç.
Сывлăх чи хаклă пурлăх пулнине ялан асра тытмаллине, вăл çыннăн çулне уçса пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Сывă пурнăçа тĕпе хурса пурăнсан çын пурнăç илемне курать, туять, ыттисемпе шухăшласа кăмăллă калаçать. Йĕркеллĕ те таса чунлă çын хăйĕн пурнăçĕнче усал ĕç тумасть, хăйĕн сывлăхне çирĕп сыхлать. Йĕркеллĕ пурăнма, йăнăш тăвасран сыхланма вĕрентсе каланине, ачасене,  ăша хывма ыйтрĕç.